Методы и приемы обучения лексике на уроках чувашского языка, страница 9

3. Воспитани тĕллевĕ: тăван чĕлхе илемне курма тата туйма майсем туса парасси; йышпа туслă пурăнма, пĕр-пĕрне пулăшма вĕрентесси.

Урокра усă курмалли мелсемпе меслетсем: ыйту-хурав, учитель сăмахĕ, тишкерӳ, шырав, калаçу, словарь ĕçĕ, ыйтусем çине хурав тупма вĕрентесси;  харпăр хăй тĕллĕн ĕçлени.

Урокра кирлĕ хатĕрсем: компьютер, проектор, экран, карточкăсем, магнитсем.

Словарь ĕçĕ: пасарнă шуралнă, чӳрече харши чӳрече йĕри тавра илемлетсе çапнă хăма, иккĕленсе аптăраса, пир (полотно), хӳхĕм хитре.

Урок юхăмĕ

1. Урока йĕркелени.

Учитель: - Сывлăх сунатăп, ачасем. Паян эпĕ сирĕ интереслĕ урок парнелесшĕн. Пĕр-пĕрин çине пăхса йăл кулса сывлăх сунар-ха, халĕ хăнасене те хамăрăн савăк кăмăлсене парнелер. Эппин пурте тăрăшса ĕçлемем хатĕр-и? Хатĕр пулсан урока пуçлар.

2. Вĕреннине аса илесси. (2слайд)

Учитель: Ачасем, халĕ эпир сирĕнпе иртнĕ уроксенче вĕреннине аса илсе çирĕплетĕпĕр. Эпĕ сире предложенисем  калатăп. Енчен те эсир çав предложенисемпе килĕшетĕр пулсан ура çине тăратăр, килĕшмесен вара вырăнтах ларатăр.

1. Чăваш алфавитĕнче 37 саспалли, Вырăс алфавитĕнче миçе? (33)

2. Хытăлăх ъ тата çемçелĕх ь паллисем сасăсене пĕлтереççĕ.

3. Сăмахсем пĕр пĕлтерĕшлĕ тата нумай пĕлтерĕшлĕ пулаççĕ.

4. «Ура» сăмах пĕр пĕлтерĕшлĕ.

5. «Çӳç» сăмах та пĕр пĕлтерĕшлĕ.

6. Чĕлхери мĕн пур сăмахсен йышне лексика теççĕ.

Тавтапуç, ачасем, эсир питĕ лайăх ĕçлерĕр. Иртнĕ уроксенче эпир мĕнле пысăк тема вĕренме пуçларăмăр-ха? (Лексика).

3. Çĕнĕ темăна ăнлантарни

Учитель: чăваш чĕлхи çепĕç те янравлă, илемлĕ те питĕ пуян чĕлхе. Çавăнпа та паян эпир сирĕнпе унăн вăрттăнлăхĕсене малалла тĕпчĕпĕр. Экран, çине сăнатпăр.

3 слайд. Икĕ сăмаха танлаштаратпăр!

Тимĕр пăта; тимĕр шапа

- Çак юпари сăмахсене танлаштарса пăхăр-ха , мĕнле пĕрпеклĕхсемпе уйрăмлăхсене куратăр?

Тимĕр пăта çыхăнтару «тимĕр» сăмах пăтана тимĕртен тунине тӳрех пĕлтерет. Ку вăл тӳрĕ пĕлтерĕш пулать.

Тимĕр шапа çыхăнтару «тимĕр» сăмах шапан панцирĕ тимĕр пек хытă иккенне пĕлтерет. Ку вăл куçăмлă пĕлтерĕш пулать.

Куçăмлă пĕлтерĕш мĕнрен килет-ши? (япалан паллинчен).

- Тĕрĕс, япалан паллинчен килет.

Çапла вара «тимĕр» сăмахăн тӳрĕ пĕлтерĕшлĕ çыхăнуллă уçăмлă пĕлтерĕш пулса каннă.

Апла пулсан, паянхи урокăн темине палăртма пултаратăр-и? Мĕнле сăмахсем çинчен калаçмалла-ши пирĕн паян? Мĕнле тĕллевсем лартăпăр хамăр ума?

Вĕренекенсем: сăмахсем тӳрĕ тата куçăмлă пĕлтерĕшлĕ пулнине тата вĕсене уйăрса илме вĕренесси.

Учитель: Тĕрĕс, маттур.

4 слайд. Халĕ вара паянхи числона, класри ĕç тата урок темине çыратпăр.

Урок теми: «Сăмахсен тӳрĕ тата куçăмлă пĕлтерĕшĕ» ( 5 слайд).

Сăнатпăр

Куç харши;                                                         чӳрече харши

5-мĕш слайд çинче икĕ ӳкерчĕк пур. Вĕсем иккĕшĕ те «харшă»  сăмахпа çыхăннă.

Пĕрремĕшĕ куç харши. Ачасем, пĕр-пĕрин çине пăхса илер-ха, куç харшисем пур-и сирĕн? Мĕнле пĕлтерĕш пулать-ши вара ку?

Вĕренекенсем: ку тӳрĕ пĕлтерĕш пулать.

Иккĕмĕшĕ чӳрече харши. Слайд çинчи чӳрече харшине кам кăтартса парать? Хăшĕ вăл? Мĕнле пĕлтерĕшлĕ пулать-ши вăл?

Вĕренекенсем: Кунта «харшă» сăмах куçăмлă пĕлтерĕшлĕ, чӳрече йĕри  тавра çапнă хăмана пĕлтерет. Куç харши евĕрлĕ пулнăран ăна «чӳрече харши тенĕ».

Учитель: Ку ӳкерчĕкре мĕнле пĕрпеклĕхсем пур?

Учитель: Ку ӳкерчĕкре сăмахсен пĕлтерĕшĕ япаласем пĕр евĕрлинчен килет.

- Ачасем, сăмахсем куçăмлă пĕлтерĕшлĕ пулни мĕнле сăлтавсенчен килет-ха?

(япаласем пĕр евĕрлĕ пулнинчен)

6 слайд

Йывăçсем пасарнă                   асаттен çӳçĕ пасарнă

Учитель: Йывăçсем пасарнă «пас тытнă» тенине пĕлтерет, «пас» сăмах тӳрĕ пĕлтерĕшлĕ пулать.

Асаттен çӳçĕ пасарнă «шуралнă» тенине пĕлтерет;

Ку ӳкерчĕксенче мĕнле пĕрпеклĕхсем пур?

Вĕренекенсем: куçăмлă пĕлтерĕш ĕçсем пĕрешкел пулнинчен килет.

Учитель: Ачасем, апла пулсан сăмахсем куçăмлă пĕлтерĕшлĕ пулни мĕнле сăлтавсенчен килет-ха?

Вĕренекенсем:

1)  Япаласен паллинчен;

2)  Япаласем пĕр евĕрлинчен;

3)  Ĕçсем пĕрешкел пулнинчен килет.

Учитель: мĕнле сăмахсене тӳрĕ тата куçăмлă пĕлтерĕшлĕ сăмахсем теççĕ?