Сăмахăн пĕлтерĕшне вăл пĕлтерекен япалан паллăрах енĕсене палăртса сăнласа панипе кăтартма та май пур. Тĕслĕхрен, вĕренекен ковёр сăмах мĕне пĕлтернине пĕлмест. Унăн пĕлтерĕшне çапла ăнлантарса памалла: ковёр – çăм çипрен тĕртсе (е çыхса) тунă урайне сармалли (е стена çумне çакмалли) япала. Çак мелпе усă курса çакăн йышши сăмахсен пĕлтерĕшне ăнлантарса пама пулать: çуйăн – пулă, çĕкĕ – пулă, астра – чечек, гладиолус – чечек, Ĕпхӳ – хула, пĕрлĕхен – çырла т.ыт.те.
Хăш-пĕр чухне сăмахсен пĕлтерĕшне шута илсе ăнлантараççĕ, çакна тытăмпа пĕлтерĕш (структурăпа семантика) тишкерĕвĕ теççĕ. Кун пек мелпе урăх чĕлхерен йышăннă сăмахсен пĕлтерĕшне кăтартнă чух усă курма юрать. Тĕслĕхрен: биографии (био(пурнăç) + графо (çыратăп) – камăн та пулин пурнăçне çырса кăтартни; телефон (теле (аякра) + фоне (сасă); орфографии (орфо – тĕрĕс, графо – çыратăп) – сăмахсене тĕрĕс çырма вĕрентекен чĕлхе наукин пайĕ т.ыт.те. Сăмахсен пĕлтерĕшĕсене çакăн пекмелпе шыраса тупни вĕсен пулăвне ăнланса илме, пĕлтерĕшĕсене чухлама май парать.
Нумай пĕлтерĕшлĕ сăмахăн пĕлтерĕшне сыпăкра (контекстра) çеç уйăрса илме май пур, сыпăксăр (контекстсăр) унăн пĕлтерĕшĕ паллă маар. Сăмахăн пĕлтерĕшне çапла палăртнине сыпăк (контекст) мелĕ теççĕ. Тĕслĕхрен, нумай пĕлтерĕшлĕ сыпăк сăмаха илер: унăн пĕлтерĕшĕ контектра çеç палăрать. «Хăмăш сыпăкĕ. Пĕр сыпăк хӳме тунă. Такмаксене пĕр сыпăк каласан хĕвелĕ май юрласа çаврăнаççĕ. Этем чĕлхи сыпăкран сыпăка куçса пырать.» Çак тĕслĕхсенче сыпăк сăмах кашнинчех урăх пĕлтерĕшлĕ, ăна контекст тăрăх çеç уйăрса калама пулать. 1) «татăк» пĕлтерĕшлĕ; 2) юпапа тепĕр юпа хушшинчи хӳме; 3) çаврăм (строфа); 4) пĕр вăхăтра пуранакан йăх.
5 класс ачисене абстрактлă сăмахсен пĕлтерĕшне уçса пама уйрăмах йывăр. Чылай чухне ун пек сăмахсен пĕлтерĕшне синонимсемпе усă курса ăнлантарма май çук. Çавăнпа та абстрактлă сăмахсем (юлташлăх, тăванлăх, тăнăçлăх) пĕлтерĕшне пĕчĕк калав туса кăтартсан аван.
Сăмахсен пĕлтерĕшĕсене уçса пама кăтарту пособийĕсем те – таблицăсем, ӳкерчĕксем – самаях пулăшаççĕ.
Лексика вĕрентнĕ май сăмахсен лексика пĕлтерĕшĕсене грамматика пĕлтерĕшĕсенчен уйăрма пĕлмелли ыйту сиксе тухать. Çак уйрăмлăха ачасен лайăх пĕлмелле, унсăрăн лексика материалне те, морфологипе синтаксис ыйтăвĕсене те вĕрентме йывăр.
Сăмахăн грамматика пĕлтерĕшĕ хăй пĕлтерĕшлĕ кирек мĕнле сăмах çумне тĕрлĕ аффикс хушăннипе пулать. Çавăнпа вăл сăмахăн формисемпе çыхăнса тăрать. Акă, тĕслĕхрен, ял, ялан, ялта, ялтан, ялпа, ялшăр, ялсăр формăсене илер, вĕсен лексика пĕлтерĕшĕ пĕрре: ял. Çак сăмахăн тĕрлĕ форми пĕп-пĕринчен грамматика пĕлтерĕшĕпе – тĕрлĕ падежра пулнипе – уйрăлса тăраççĕ. Урăхла каласан ку тĕслĕхсенче падеж аффиксĕсем сăмахăн пĕлтерĕшне (семантикине) улăштармаççĕ, вĕсем унăн грамматика пĕлтерĕшне тăвакан паллăсем çеç.
«Лексика» пай «Сăмах çаврăнăшĕсем» темăпа вĕçленет. Ачасем ку терминпа пуçласа тĕл пулаççĕ. «Фразеологизм» термина ачасене каласа пама юрать, анчах та ăна ачасенчен ыйтма кирлĕ мар.
Фразеологизмсемпе паллаштарни вĕренекенсен чĕлхине аталантарма, вĕсен сăмах йышне пуянлатма кирлĕ. Тема вĕрентнĕ чух учитель пуçламăш шкулта сăмах майлашăвĕсем çинчен ачасем мĕн пĕлни çине таянма пултарать. Çав тĕллевпе урокра малтан сăмах майлашăвĕсем çинчен аса илеççĕ, ун хыççăн çеç вăл «сăмах çаврăнăшĕ» текен ăнлав çинчен каласа парать, хăй каланине тĕслĕхсемпе – ирĕклĕ сăмах майлашăвĕпе фразеологизма – танлаштарса ăнлантарать (дедукции меслечĕ).
Материал пачах çĕнĕ пулнине шута илсе учитель «сăмах çаврăнăшĕ» ăнлава индукци меслечĕпе те уçса пама пултарать. Палах, ку вăл ачасен пĕлӳ шайĕнчен те килет. Индукции меслечĕпе ăнлантарас умĕн вĕренекенсене халăх шӳтне вуласа пама юрать.
Амăшĕ кĕпе çурĕ те ывăлне калать:
– Ывăлăм, кĕпене хĕвел çине тухса çак-ха, типсе тăтăр.
Ывăлĕ кĕпене илчĕ те урама тухрĕ, анчах часах вăл кĕпене каялла илсе кĕчĕ.
– Ывăлăм, кĕпене мĕншĕн çакмарăн ?
– Анне, эпĕ хĕвел патне çитеймерĕм.
Уважаемый посетитель!
Чтобы распечатать файл, скачайте его (в формате Word).
Ссылка на скачивание - внизу страницы.