2. Сăмахсен речĕсенче синоним пулманнисене тупасси.
1)Çурт, хуралтă, вите; 2) Лаша, ут, тиха, урхамах; 3) Врач, тухтăр, хирург.
3. Сăмахсен ушкăнĕсенче анлă пĕлтерĕшлисене тата ансăр пĕлтерĕшлисене тупса палăртасси
1) Шампа, пулă, кăртăш, карп, çĕкĕ, уланкă. 2) Сурăх, ĕне, вылбăх, така, пăру, лаша, сысна. 3) Мăян, пукра, курăк, утмăл турат, хупах, пиçен. 4) Волейбол, футбол, вăйă, хоккей, бокс, гимнастика.
4. Сăмахсен ретĕнчен пĕлтерĕшпе тӳр килменнине кăларса пăрахасси.
1) Трактор, комбайн, автомобиль, грейдер, бульдозер, телевизор. 2) Вăйлă, тĕреклĕ, çирĕп, симĕс. 3) Хăюллă, паттăр, харсăр, пысăк, чăрсăр, сатур. 4) Ерипен, вăрах, хулен, пысăккăн, майĕпен.
Çӳлĕрех çырса кăтартнă хăнăхтарусене кăткăслатма та пулать. Тĕслĕхрен, сăмах майлашăвĕсем е предложенисем тупса çырма сĕнмелле. Вара хăнăхтарусен пĕлтерĕшĕ ӳсет: ун пек ĕçсем ачасене шухăшлама хистеççĕ, сăмах пуянлăхне ӳстерме те пулăшаççĕю
Лексика хăнăхтарăвĕсене ирттернĕ чух маларах вĕреннине аса илсе çирĕплетсе пымалла: лексика темисене морфологи, синтаксис, фонетика ыйтăвĕсемпе çыхăнтарнă ĕçсем памалла. Ун пек хăнăхтарусене кăткăс (кăткăслатнă) хăнăхтарусем теççĕ.
Кăткăс хăнăхтарусене морфологипе синтаксис вĕреннĕ чухне лексикăпа çыхăнтарса ирттерни лексика ăнлавĕсене, пĕлĕвĕсене аса илсе çирĕплетме, пĕлĕве тарăнлатма, ачасен сăмах пуянлăхне ӳстерме пулăшать. Ун пек хăнăхтарусене пурнăçлани (калăпăр, морфологи е синтаксис вĕреннĕ вăхăтра) лексика урокĕсенче илнĕ теории материалне аса илсе çирĕплетме майсем тăвать.
Лексика пĕлĕвĕсене аса илессине çирĕп йĕркепе туса пымалла. Ахальтен маар ĕнтĕ вырăссен паллă педагагĕ К.Д.Ушинский хăнăхтарусене çирĕп йĕркепе туса пырсан çеç вĕрентӳре çитĕнӳ тума пулать тенĕ. Ĕçе çавăн пектуса пыма хăнăхтарусен текстне суйласа илме пĕлмелле: текстра морфологипе, е синтаксиспа, е орфографипе çыхăннă тĕслĕхсемĕр пуçне лексика ыйтăвĕсене аса илсе çирĕплетмелли материал та пулмалла. Ăна шыраса тупасси, палах, çăмăл маар. Анчах та кăткăс хăнăхтару ирттермелли паха материал вĕреннине аса илсе çирĕплетес ĕçре пысăк усă кӳме пултарнине шута илсен текст шыраса тупма вăхăта шеллемелле мар.
Лексика пулăмĕсене, ăнлавĕсене аса илсе пĕтĕмлетсе çирĕплетессине пуплев пайĕсене вĕреннĕ чух туса пыма питĕ меллĕ. Ку уроксенче тĕрлĕ йышши хăнăхтару ирттерме май пур: тĕслĕхрен, пуплев пайĕ чĕлхере уйрăм категории пулнине, кашни пуплев пайĕнчи сăмахсен хăйсен лексика пĕлтерĕшĕ пуррине кăтартакан хăнăхтарусем ирттерни вырăнлă. Вĕренекенсем япала ячĕ япалалăха, паллă ячĕ паллăха, глагол ĕç-хĕле пĕлтерекен сăмахсем пулнине те, лексика пĕлтерĕшне грамматика пĕлтерĕшĕнчен уйăрмаллин ете пĕлччĕр. Тĕслĕх:
1.Сăмахсен лексика пĕлтерĕшĕсене, кашни ушкăнĕн грамматика пĕлтерĕшне палăртасси.
1) Автомобиль, çын, пĕлĕт, шкул, вĕренӳ, ташă (япалалăх).2)Чаплă, хĕрлĕ, вăйлă, çӳллĕ, пысăк, мухтавлă (паллăлăх). 3) Виççĕ, çиччĕ, пиллĕкмĕш, вуннăмĕш, ултшар, вуникшер, иккĕн, тăваттă (хисеп, йĕрке). 4)Вула, вĕрен, сухала, тăрăш, лар (ĕç).
2.Пĕр тымартан пулнă сăмахсем хăш пуплев пайне кĕнине каласа парасси.
1)Пуç,пуçлă, пуçлăх, пуçла, пуçламăш. 2)Куç, куçлă, куçлăх. 3)Пĕл, пĕлӳ, пĕлтерӳ, пĕлӳлĕх.
3. Пĕр-пĕр япала ятне вĕçлесе, глагола сăпатласа вĕсен лексика пĕлтерĕшĕпе грамматика пĕлтерĕшĕ улшăннипе улшăнманнине сăнасси, пĕтĕмлетӳ тăвасси.
Малалла лексика ăнлавĕсем (сăмахсен пĕлтерĕшĕ, синоним, антоним) вĕрентнĕ чух усă курмалли конкретлă хăнăхтарусене пăхса тухар. «Нумай пĕлтерĕшлĕ сăмахсем» темăна вĕреннĕ чух çакăн йышши ĕçсемпе хăнăхтарусем ирттерни усăллă:
1. Сăмах пĕлтерĕшне текст сыпăкĕнче уçса парасси.
Тĕслĕхрен, йăваш, пушă сăмахсен темиçе пĕлтерĕш, вĕсене текст сыпăкĕнче ăнлантарса пама çăмăл: йăваш çын, йăваш çил, йăваш калаçать; пушă пичке, пушă таврăнчĕ, пушă кун.
2.Нумай пĕлтерĕшлĕ сăмахсем синонимĕсемпе антонимĕсене тупасси.
Тĕслĕхрен, чĕрĕ сăмах темиçе пĕлтерĕшлĕ, унăн кашни пĕлтерĕшĕн хăйĕн синонимĕ те антонимĕ пулать: 1) чĕрĕ кайăк (сывă кайăк) – вилĕ кайăк; 2)чĕр сывлăш (нӳрĕ сывлăш) –типĕ сывлăш; 3) чĕрĕ ача (йӳрĕк, правур ача) – мăран ача;4) чĕрĕ шыв (вĕретмен шыв) – вĕретнĕ шыв.
Уважаемый посетитель!
Чтобы распечатать файл, скачайте его (в формате Word).
Ссылка на скачивание - внизу страницы.