3. Кăтартнă сăмахпа усă курса сăмах майлашăвĕсемпе предложенисем тупасси.
Тĕслĕхрен, тĕплĕ сăмах панă тейĕпĕр, ку сăмахпа, унăн пĕлтерĕшĕсене кура, çакăн пек сăмах майлашăвĕсем çырса кăтартма май пур: тĕплĕ витре (витрен тĕпĕ пур), тĕплĕ пĕлӳ (тарăн, анлă пĕлӳ). Вĕренекенсем сăмах майлашăвĕсемпе кашнинпех уйрăм предложении тупса çыраççĕ.
4.Панă тĕслĕхсем – нумай пĕлтерĕшлĕ сăмахсем. Вĕсен пĕлтерĕшĕсене тупасси.
Пиç, ĕçле, вит.
5. Çак сăмахсемпе икшер предложении çырăр: пĕринче тӳрĕ пĕлтерĕшлĕ, тепринче куçăмлă пĕлтерĕшлĕ пултăр
Ылтăн, вĕçтер, хăмпă.
Лексика синонимĕсемпе паллаштармалли хăнăхтарусемпе ĕçсене чĕлхе методикинче икĕ пысăк ушкăна кĕреççĕ:
1) уйрăм сăмахсемпе ĕçмелли хăнăхтарусем; 2) синонимсене текст сыпăкĕнче тупса палăртмалли, текста кĕртсе лартмалли ĕçсем. Уйрăм сăмахсемпе тумалли хăнăхтарусемпе ĕçсене класра синоним çинчен пуçласа ăнлантарнă чух ирттермелле.
Пĕлĕве çирĕплетмелли ĕçсемпе хăнăхтарусем çакăн йышшисем пулаççĕ: 1) кăтартнă сăмахсем синонимсем пулнине вырăсла-чăвашла сăмах кĕнекипе (словарьпе) усă курса ăнлантарасси; 2)панă сăмахсен синонимĕсене тупасси; 3) сăмах пĕлтерĕшне синоним урлă палăртасси; 4) панă синонимсемпе сăмах майлашăвĕсем (предложенисем) тăвасси; 5) умлă-хыçлă тĕл пулакан сăмахсене синонимсемпе ылмаштарасси; 6) панă синонимсенчен кирлине текста кĕртсе лартасси; 7) панă синонимсенчен хăшĕсене текста кĕртсе лартма май килменнине тата мĕншĕнне кăтартасси; 8) пĕр синоним вырăнне теприне текста кĕртсе лартма май пуррипе çуккине палăртасси; 9) текстри палăртнă сăмахсене кирлĕ синонимсенпе ылмаштарасси; 10) сулахай юпари сăмахсен синонимĕсене сылтăм юпари сăмахсен йышĕнче тупасси.
Антонимсем, хирĕçлĕ пĕлтерĕшлĕ сăмахсем пулнă май, япаласемпе пулăмсене , ĕçсене, пахалăха пĕр-пĕринпе танлаштарма, вĕсене хирĕçлетсе кăтартма пулăшаççĕ. Кирек мĕне те танлаштарса пăхма вĕрентни, ачана шухăшлама вĕрентни пулать. Ахальтен маар ĕнтĕ вырăссен паллă педагогĕ К.Д.Ушинский танлаштару – шухăшлав никĕсĕ, вĕрентӳ ĕçĕнче вăл тĕп вырăнта пулмалла тесе каланă. Апла пулин антонимсем çинчен вĕрентнĕ чух пуплеве аталантарас стр.112(допечатать)
1.4. Словарьсемпе ĕçсем
112 страница (допечатать)
Шкула (университет, институт) пĕлтерет; 4.Большой,широкий, просторный, обширный, аслă уй «широкое поле» – аслă сăмах кунта «сарлака» пĕлтерĕшлĕ; 5) великий, грандиозный; аслă çĕнтерӳ «грандиозная победа» – кунта аслă сăмах «пысăкран пысăк, чаплăран чаплă» пĕлтерĕшлĕ.
Сăмахăн куçăмлă пĕлтерĕшĕсене яланах тӳрĕ пĕлтерĕшлисем хыçне вырнаçтараççĕ.
Омонимсем вĕреннĕ чух ачасене каллех сăмах кĕнекипе паллаштармалла, вĕсене рим цифрипе палăртнине кăтартмалла. Тĕслĕхрен, чăвашла-вырăсла словарьпе усă курса çăл (401 ен), çĕр (411-412 ен.), çу (421 ен) сăмахсен омонимĕсем пулнине ăнлантарса пама аван: çăл сăмаха словарьте 4 хут, çĕр сăмаха 5 хут, çу – 4 хут çырса панă, кашни çумнех рим йифри лартнă.
Чăваш чĕлхи синонимсенчен пуян, çав пуянлăх чĕлхери мĕн пур сăмах йышĕнче палăрать, ăна ятарлă синонимсен словарĕнче çырса кăтартаççĕ.
Синонимсене вырăсла-чăвашла сăмах кĕнекине тупма пулать, çавăнпа та шкул ачисене унпа усă курма, синонимсем тупма вĕрентмелле.
Акă, хăюллă, пысăк сăмахсен синонимĕсене шыраса тупмалла тейĕпĕр. Чи малтан çак сăмахсене вырăсла мĕнле куçарнине пĕлмелле: хăюллă – смелый, героический; пысăк–большой. Халĕ В.Г.Егоров профессор çырнă вырăсла-чăваша словаре (Шупашкар, 1972) илетпĕр те «смелый», « героический» сăмахсене шыраса тупатпăр, вĕсене ку словарье çапла куçарса панă:
Героический – геройла, паттăрла, хастарлă (73ен);
Смелый –хăюллă, харсăр, паттăр, чăрсăр, сатур (395 ен);
Çапла вара, хăюллă сăмахăн çак синонимĕсене палăртма пулать: харсăр, паттăр, чăрсăр, сатур, хастар.
Пысăк сăмахăн синонимĕсене «большой» сăмаха чăвашла куçарнă чух çырса кăтартнă: пысăк, мăн, аслă (31 ен).
Паллах: вырăсла-чăвашла словарьте синонимсене шыраса тупма меллех маар, вĕренекенсен малтан сăмаха вырăсла мĕнле куçарнине пĕлмелле. Пурĕ пĕр ку словарьпе ĕçлени усăллă. Вăл пулмасан ачасем сăмахăн хăш-пĕр синонимĕсене çеç тупса кăтартма пултараççĕ. Кĕнекепе усă курни сăмахăн синонимĕсене пурне те тупма пулăшать.
Уважаемый посетитель!
Чтобы распечатать файл, скачайте его (в формате Word).
Ссылка на скачивание - внизу страницы.