Фразеологизм яланах икĕ е ытларах сăмахран тăрать, пĕлтерĕшĕпе вăл уйрăм сăмахпа тан, пĕр ыйтăва хуравлать, предложенире пĕр член пулать. Фразеолозмăн пĕлтерĕшĕ уйрăм сăмахпа тан пулнине тĕслĕхсемпе çирĕплетмелле: йăл ил (вăйлан), катăк тута (мулкач), икĕ питлĕ çын (сутăнчăк), кăмăла кай (килĕш), куç хыв (килĕштер), сăмса айĕнче (çывăхри), сивĕ куçпа (сиввĕн) т.ыт.те.
Фразеологизм çинчен мĕн вĕреннине ачасем ас туса юлччăр тесен, палах, вĕсене тĕрлĕ йышши хăнăхтару тутармалла.
«Лексика» пая вĕрентнĕ чухне усă курмалли майсем шутне çаксем кĕреççĕ: сăмах кĕнекисемпе ĕçлени, магнитофонпа çырнă тĕслĕхсем, ăса вĕрентекен вăйăсем (дидактика вăййисем), таблицăсем.
Ачасен вĕрентӳри хастарлăхне ӳстерес ĕçне грамматика вăййисем нумай пулăшаççĕ. Ун пек вăйăсене ытларах уроксем хыççăн ирттерсен аван. Лексика темисем вĕрентнĕ чух ачасем ывăннине сирсе яма сăмахсен пĕлтерĕшне уçса паркан вăйăсем (сăмах каçмăшсем, чайнвордсем) ирттерни вырăнлă. Сăмах каçмăш та, чайнворд та – пĕлтерĕшĕ тăрăх сăмахне тупмалли вăйăсем. Урокра çав вăйăсем ансат тĕсĕсене ирттерме вăхăт нумай кирлĕ мар, çав вăхăтрах вара вĕсен усси пысăк. Тӳрех калас пулать, грамматика вăййисене содержанийĕ урок темипе тӳр килмелле. Çавăн чухне çеç вăйă усă кӳрет. Грамматика вăййисене уйрăм кĕнекесенче, статьясенче çырса кăтартаççĕ. Ун пек вăйăсене вĕрентекен хăй те хатĕрлеме пултарать.
1.3. Лексика хăнăхтарăвĕсем, вĕсен тĕсĕсем
Лексика ыйтăвĕсене вĕрентнĕ чух теории материалне çирĕплетмелли хăнăхтарусен тĕсĕсем йышлă. Ун пек хăнăхтарусене пурнăçлани вĕреннине çирĕплетме çеç маар вĕренекенсен чĕлхине пуянлама, сăмах пĕлтерĕшне ăнланса илме, ачасен шухăшлавне аталантарма та кирлĕ.
Лексика хăнăхтарăвĕсен икĕ тĕсне уйăрма май пур. Вĕсен пĕр тĕсĕ текстри лексика единицисен пĕлтерĕшне тупассипе, ăна ăнлантарса парассипе çыхăннă – вĕсем лексикăпа пĕлтерĕш хăнăхтарăвĕсем. Кун йышши хăнăхтарусене пурнăçласа ачасем сăмахсен пĕлтерĕшĕсене вĕренсе пыраççĕ, çавна май вĕсен сăмах йышĕ пуянланса пырать.
Лексикăпа пĕлтерĕш хăнăхтарăвĕсен тĕслĕхсем:
1. Тӳрĕ тата куçăмлă пĕлтерĕшлĕ сăмахсене тупасси. Тӳрĕ пĕлтерĕшлĕ сăмахсемпе предложенисем туса çырасси.
Ылтăн сехет – ылтăн алă, пӳрт маччи, –çăвар маччи, чул хӳме – чул чĕре, юман тымарĕ – сăмах тымарĕ.
2. Начар сăмахăн антонимĕсене тупса сăмах майлашăвĕсем çырасси.
Начар çанталăк, начар выльăх, начар çын, начар пĕлĕт, начар пурнăç.
3.Сăмах çаврăнăшĕсене синонимлă сăмахсемпе ылмаштарасси: тимĕр пăрçа, шарт сикрĕ, пуç ывăт, куç хупса иличчен, пуçа ус, симĕс ылтăн, халтан кай.
Лексика хăнăхтарăвĕсен иккĕмĕш тĕсĕ вĕренекенсене чăваш чĕлхинчи сăмах йышĕпе паллаштарассипе çыхăннă. Ун пек хăнăхтарусен тĕслĕхĕсем:
1. Пурте усă куракан сăмахсемпе кивелнĕ сăмахсене тупасси.
Ялав, кăрлач, элем, шкул, нарăс уйăхĕ, самолет, шалу, юмах, сĕтел, район, вулăс, республика, карп, аршăн, пурмис.
2. Пурте усă куракан сăмахсемпе çĕнĕ сăмахсене (неологизмсене) тупасси.
Юлташ, янташ, пулăçă, рифмăçă, ирĕклĕх, тиевçĕ, шухăшлавçă, тăнăçлăх, мухтав, тăхтав, пулăсем, йыхрав.
3. Йышăннă сăмахсене тупса вĕсемпе сăмах майлашăвĕсем тăвасси. Спорт, хĕвел, уйăх, биографи, суйлав, пурлăх, сăмах, ручка, шыв, экзамен, троллейбус, улмуççи, ушкăн, словарь, коньки, телефон
4. Йышăннă сăмахсене синонимлă чăн чăваш сăмахĕсемпе ылмаштарасси.
Опыт, активлă, инструкции, заявлении, помощник, авангард, аэроплан, антракт, праçник.
Лексикăпа пĕлтерĕш хăнăхтарăвĕсене вĕренӳ юхăмĕн тĕрлĕ тапхăрĕнче ирттерме пулать – çĕнĕ материала вĕреннĕ чухне те, вĕреннине аса илсе çирĕплетнĕ чухне те.
Лексика вĕрентнĕ чух чĕлхен тĕрлĕ пулăмне танлаштарса тишкерме пулăшакан хăнăхтарусем ирттерни усăллă. Ун пек ĕçсене ирттернĕ май ачасем пĕр евĕрлĕ япаласенчен кирлине тĕрĕс уйăрса илме, япаласен паллăрах енĕсене кăтартма, вĕсен пĕтĕмĕшле тата уйрăм паллисене уйăрса илме хăнăхаççĕ. Тĕслĕхрен
1. Панă сăмахсен пĕтĕмĕшле ячĕсене тупасси:
1)Юман , çăка, вĕрене, йăмра, тирек, хыр.
2) япала ячĕ, паллă ячĕ, хисеп ячĕ, местоимени, глагол, наречии, евĕрлев сăмахĕ.
3)Ăмăрт кайăк, курак, чана, чакак, тăмана, кăвакарчăн.
Уважаемый посетитель!
Чтобы распечатать файл, скачайте его (в формате Word).
Ссылка на скачивание - внизу страницы.