Методы и приемы обучения лексике на уроках чувашского языка, страница 7

Омонимсен,синонимсемпе антонимсен ятарлă словарĕсем пичетленсе тухнă.[2] Вĕсен тытăмĕпе шкул ачисене паллаштармалла, вĕсемпе тухăçлă усă курма вĕрентмелле.

Лексика пулăмĕсене ăнлантарнă чух чăвашла-вырăсла словарьпе усă курни вĕрентӳ ĕçне чылай çăмăллатать. Вĕренекенсем малтан учитель кăтартса панипе, кайран хăйсем тĕллĕн сăмах кĕнекинче кирлĕ сăмахсене шыраса тупаççĕ, вĕсен пĕлтерĕшне палăртаççĕ.

Ачасене çакнашкал ĕç те сĕнме пулать: учитель хушшипе вĕренекенсем пĕр-пĕр сăмах пĕлтерĕшне хăйсем мĕнле ăнланаççĕ, çавăн пек калаççĕ (е çыраççĕ). Ун хыççăн çав сăмах пĕлтерĕшне словарьте мĕнле çырса кăтартнине шыраса тупаççĕ, хăйсен хуравĕпе танлаштараççĕ. Çак ĕç ачасене шухăшлама вĕрентет, пĕлĕвне тĕрĕслеме май парать, вĕсене ăс-тăнĕпе таврв курăмне аталантарать, çĕнĕ пĕлӳсем хушать. Сăмахсен пĕлтерĕшĕсене вĕрентнĕ чух ачасене малтан пĕр пĕлтерĕшлĕ сăмахăн пĕлтерĕшне вĕрентнĕ чух ачасене малтан пĕр пĕлтерĕшлĕ сăмахăн пĕлтерĕшне, унтан нумай пĕлтерĕшлисен пĕлтерĕшĕсене словарьте тупма хăнăхтармалла.

Словарьпе усă курас ĕçе лексика урокĕсенче анчах мар, грамматикăпа орфографии уркĕсенче те туса пымалла. Ку вăл ачан сăмах йышне ӳстерме кирлĕ.

ЧĂВАШ ЧĔЛХИ УРКĔСЕНЧЕ ЛЕКСИКАВĔРЕНТМЕЛЛИ МЕСЛЕТСЕМПЕ МЕЛСЕМ

2.1 . 5-9 кл. грамматика вĕрентнĕ май лексика ыйтăвĕсемпе ĕçлесси

Программăра лексикăна вĕрентме уйăрнă вăхăт, палах, лексикологин тĕп ыйтăвĕсене анлăн пăхса тухма çителĕсĕр, çавăнпа та вĕреннине аса илсе çирĕплетес ĕçе грамматика темисене вĕреннĕ чух та тумалла. Ку тĕлĕшпе уйрăмах морфологи урокĕсем меллĕ. Морфологи ыйтăвĕсенчен «Пуплев пайĕсем» тема лексикăна питĕ çывăх, çавăнпа та пуплев пайĕсене вĕреннĕ чухнех лексика ыйтăвĕсене аса илсе çирĕплетме, мĕн вĕреннине пĕтĕмлетме тăрăшмалла. Час-часах морфологи урокĕсенче сăмахăн грамматика пĕлтерĕшĕпе форми çинче чарăнса тăраççĕ, унăн лексика пĕлтерĕшĕ çинчен вара маннаççĕ. Яланах асра тытмалла: грамматика пĕлтерĕшĕсĕр пуçне сăмахăн лексика пĕлтерĕшĕ те пур. Апла пулсан, пуплев пайĕсем вĕреннĕ чухлексика ыйтăвĕсене те манмалла мар. Тĕслĕхрен, япала ячĕсем вĕрентнĕ чух пуплевре тăтăш тĕл пулакан япала ятне синонимлă тепĕр япала ячĕпе ылмаштарма хăнăхтарса пымалла.

Паллă ячĕсем вĕрентнĕ чух синонимсемпе антонимсене аса илсе çирĕплетме аван. «Глагол» темăна вĕренсе пынă май синонимсемпе антонимсем, куçăмлă пĕлтерĕшлĕ сăмахсем çинчен аса илсе çирĕплетме меллĕ.

Япала ячĕсем вĕрентнĕ чух лексика ăнлавĕсене аса  илсе пĕтĕмлетессине çапла йĕркелемелле. Япала ячĕ  лексика тĕлĕшĕнчен чи пуян пуплев пайĕ. Сăмахсен çак пысăк йышĕ словарь ĕçне туса пыма та, лексика ыйтăвĕсене аса илсе çирĕплетме те лайăх майсем парать. Ку темăна кĕртнĕ ыйтусем хăйсем те лексика урокĕсенче илнĕ пĕлӳсене çирĕплетме пулăшаççĕ.

Япала ячĕ куçпа куракан, алпа тытса пăхма май пур япалана анчах мар, куçпа курăнманнине, алпа тытса пăхма май çуккине те пĕлтерет: сарлакăш, пысăкăш, вăрăмăш, савăнăç, савăнăçлăх, çитĕнӳ, вĕренӳ, вулав, суйлав, хитрелĕх, ăмăрту т.ыт.те. Çакăн йышши сăмахсем япала ячĕ пулаççĕ, грамматикăра вĕсене япалалăха пĕлтерекен сăмахсем теççĕ. Асăннă сăмахсем хăш пуплев пайĕ пулнине вĕренекенсем час часах пăтраштараççĕ. Çакă сăмахсен лексикăпа грамматика  пĕлтерĕшĕсене пăтратнинчен килет. Пулăвĕ енчен илсессĕн кăтартнă сăмахсем е паллă етĕнчен (сарлака – сарлакăш, вăрăм –вăрăмăш), е глаголтан (савăн – савăнăç, вула – вулав, ăмăрт – ăмăрту)пулнă. Çавна пула ĕнтĕ ачасем япала ячĕсене паллă ячĕпе е глаголпа пăтраштараççĕ. Çак йăнăшран хăтăлма вĕренекенсене сăмахсен грамматика (япалалăх, пахалăх е ĕç) тата лексика пĕлтерĕшĕсене  уйăрма вĕрентмелле, тĕслĕхсем туптармалла: ăна тума çакăн пек ĕç сĕнме пулать:

1. Çырса панă сăмахсем хăш пуплев пайне кĕнине, вĕсен грамматика тата лексика пĕлтерĕшĕсене тупасси.

1) пысăк – пысăкăш, сарлака –сарлакăш, хăвăрт – хăвăртлăх, çӳллĕ – çӳллĕш, хастар – хастарлăх;

2)Вула – вулав, çыр – çыру; васка–васкав; чăт –чăтăм, лар – лару, вĕрен – вĕренӳ.

Тĕслĕхсем: 1) пысăк капан – çурт пысăкăшĕ, вăрăм çул – кун вырăмăшĕ; 2) лайăх суйла – суйлав кунĕ.

Çакăн йышши хăнăхтарусем ирттерни вĕренекенсене «япалалăх» текен грамматика ăнлавне ăнкарма, сăмахсен лексика пĕлтерĕшĕсене чухласа ăша хывма пулăшать.