Методы и приемы обучения лексике на уроках чувашского языка, страница 10

- Япаласен хушшинче мĕн енчен те пулин çыхăннă пĕрпеклĕх пур чухне тĕп япала пали тепĕр япала çине куçнă сăмахсене куçăмлă пĕлтерĕшлĕ сăмахсем теççĕ. (8 слайд).

4. Вĕреннине çирĕплетни.

7 слайд. Текста ачасем хăйсем тĕллĕн вулаççĕ. Унтан рольпе. Пĕррехинче Мишша пичче мана:

- Лар кăмпа айне, терĕ, эпĕ лавккана тухам.

Чутах кулса яраттăм, ара кăмпа айне çын лармасть ĕнтĕ. Эпĕ иккĕленсе тăнине курсан вал аллипе тĕллесе кăтартрĕ:

- Ав çав сулхăна.

Тĕрĕс мĕн, чăн-чăн шăна кăмпи. Анчах та вăрманта ӳсекенни мар, çын ăсталани. Юпа тăррине пир карнă та ун айне сак лартнă (В.Элпи).

Проблемăлла ыйту.

Мĕншĕн «кăмпа» сăмаха ача тӳрех ăнланса илеймен?

«Кăмпа» сăмаха мĕнле пĕлтерĕшпе каланă? (Ачасем хăйсен шухăшне калаççĕ)

Текстри ытти ăнланман сăмахсемпе ĕçлени: Пир полотно, килте тĕртсе тунă япала.

9 слайд.

Ачасем, эсир чăваш чĕлхине юрататăр-и? Мĕншĕн? Сăвва вуласа тухăр-ха. Çыравçăсем куçăмлă пĕлтерĕшлĕ сăмахсемпе питĕ анлă усă кураççĕ. Çак сăвăри куçăмлă пĕлтерĕшлĕ сăмахсене тупса палăртăр-ха .

Чăваш чĕлхи

Эс ылтăн кĕмĕлтен те хаклăрах,

Хĕрӳ те хӳхĕм хĕвелпе танах,

Чуна пырса тивет кашни сăмах... Юрий Сементер

Ку ĕçе эпир ушкăнсемпе пурнăçлăпăр. Парта çинчен симĕс тĕслĕ хутсем илетпĕр.

1-мĕш ушкăн тӳрĕ пĕлтерĕшлĕ сăмах майлашăвĕсене, ă-мĕш ушкăн куçăмлă пĕлтерĕшлĕ сăмах майлашăвĕсене çырать.

Хăш ушкăн нумайрах çырать, çав ушкăн çĕнтерет.

10 слайд.

Экран çине пăхатпăр. Вуласа тухатпăр та тата хушса çыратпăр.

Тĕрĕслетпĕр.

Тӳрĕ пĕлтерĕшлисем: ылтăн çĕрĕ, ылтăн сехет, ылтăн çăра уççи, ылтăн сăнчăр, ылтăн кубокю

Куçăмлă пĕлтерĕшлисем: ылтăн пулă, ылтăн кĕркунне, ылтăн çын, ылтăн тулă, ылтăн алă, ылтăн анне.

Ачасем, сиртен кам калама пултарать, аннене мĕншĕн ылтăн тесе калаççĕ?

Ылтăн алă тесе мĕнле алăсене калаççĕ?(Ачасем хăйсен шухăшне калаççĕ)

Кану саманчĕ. Парта çинчен хĕрлĕ тĕслĕ хутсем илетпĕр.

Класра икĕ кĕтес: пĕри-тӳрĕ пĕлтерĕш, тепри куçăмлă пĕлтерĕш.

Ачасем музыкăпа ташласа çӳреççĕ. Кашнин аллинче сăмах майлашăвĕсем. Музыка чарăнсанах ачасен кĕтес суйламалла. Мĕншĕн çав кĕтесе суйласа илтĕр?

11 слайд.

Мăшăрпа калаçса ĕçлесси. Пурте карточкăсене илетпĕр. Иккĕн доска патĕнче  ĕçлеççĕ.

Глаголсене тата паллă ячĕсене скобкăри сăмахсемпе çыхăнтарса куçăмлă пĕлтерĕшлĕ сăмах майлашăвĕсем тумалла та тетрадь çине çырмалла. Туса пĕтерсе вара пĕр-пĕрин ĕçĕсене улăштарса тĕрĕслетĕр те оценка лартатăр.

12 слайд. Ĕçĕ тĕрĕслесси!

Хаклав виçисем:

Йăнăшсем çук пулсан «5» паллă,

1-2-йăнăш «4» паллă

3-4 йăнăш «3» паллă

(алла, кайăк) çĕкле          йывăр (мăлатук, хуйхă)

(ыйхă, кайăк)вĕçрĕ          вĕри (чей, чĕре)

(шыва, çынна )сивĕт       хаклă (кĕнеке, юлташ)

(вутă, ăша) çунтар           хура (кун, кушак)

Учитель: Ачасем, кам хăйĕн ĕçне «5» паллăпа хакларĕ? Алă çĕклĕрх-ха. Кам хăйĕн ĕçне «4» паллăпа хакларĕ? Никам та «3» илмен-и?

Учитель: Халĕ 357-мĕш хăнăхтарăва пурнăçлатпăр. Паллă тунă сăмахсен пĕлтерĕшĕсене ăнлантармалла.

5. урока пĕтĕмлетни.

Ачасем, урок пуçламăшĕнче хамăр ума мĕнле тĕллев лартнăччĕ-ха эпир? Çавна пурнăçларăмăр-ши, мĕнле шутлатăр? (Ачасем хуравлаççĕ)

13 слайд. Ачасем слайдра панă предложенисемпе усă курса хăйсен шухăш-кăмăлĕсене палăртасси.

Пĕтĕмлетӳ:

Манаурокра ...........................килĕшрĕ.

Урокра ....................................кăсăклă пулчĕ.

Паян урокра эпĕ çĕннине .......пĕлтĕм.

Эпĕ............................................ас туса юлтăм

Урокра манна...........................тĕлĕнтерчĕ

Ман шутпа, чи кирли...............пулчĕ

Эпĕ малашне.............................усă курăп

(14 слайд)

7. Ачасен ĕçне хаклани.

Ачасем, халĕ сирĕн хăвăрăн урокри ĕçĕре хакламалла пулать.

a)  Эпĕ пурне те ăнлантăм, вĕреннĕ темăна тепĕр çынна та каласа пама пултаратăп.

ă)эпĕ пурне те ăнлантăм, анчах та темăна тепĕр çынна та каласа пама пултараймастăп.

б)вĕреннĕ темăна  тепĕр хутчен пăхса тухмалла.

15 слайд.

7. Киле ĕç пани: 360-мĕш хăнăхтару. Çырса илмелле. Палăртнă сăмахсем тӳрĕ е куçăмлă пулнине палăртмалла.



[1] Н.А.Андреев. Чăваш чĕлхин лексикологийĕ. Шупашкар, 1961, 33 ен.

[2] Л.П.Сергеев. Синонимсемпе антонимсен кĕске словарĕ. Шупашкар, 1995

Л.П.Сергеев. Омонимсен словарĕ. Шупашкар, 1996.