Детские рассказы чувашского просветителя и педагога И.Я.Яковлева (на чувашском языке)

Страницы работы

10 страниц (Word-файл)

Содержание работы

АВТАН.

Пирĕн пĕр пысăк хĕрлĕ автан пур. Вăл тăр кăнтăрла урапа çине хăпарать те: «Кики-рик-ку!» - тесе авăтать. Сасси аван, хÿри илемлĕ, авăна-авăна тăрать. Кикирикки пысăк, тĕклĕ ураллă, качи вăрăм.

Сирĕн автан çапла-и?

ЧАКАК.

Чакак çулла вăрманта пурăнать, юр çусан яла пырать. Çулла вăрманта вăл чĕпĕ кăларать, ялтан çăмарта вăрласа кайса чĕпписене тăрантарать. Хĕлле, сивĕ пулсан, йывăрлăх çине ларать те: «Чак-чакак, чак-чакак», - тесе чакаклатать.

ЧĂЛХА ÇЫХНИ.

Эпĕ пĕчĕкçĕ чухне пĕрре анне пуçланă чăлха çыхма тытăнтăм. Çыха пĕлмесĕр çиппине пĕтĕмпе чăлхăнтарса пĕтертĕм.

Анне çакна курчĕ те:

- Ачам, малтан çыхма вĕрĕн – халĕ, унтан тин çыхтарăп, - терĕ.

МИХАЛА.

Манăн Михала ятлă юлташ вĕр çĕнĕ пушă яврĕ. Çав пушшипе куракана пĕрне çапатчĕ. Пĕрре çапла çисе ларакан йăмăкĕ патне пычĕ те пушшипе шарт! тутарчĕ пуçĕнчен. Йăмăкĕ йĕре пуçларĕ. Амăшĕ илтрĕ те чупса та кĕчĕ. Михаларан пушшине туртса илчĕ те хăйне çаптара пуçларĕ.

«Ан тив çынна, ан тив çынна, ак сана!» - терĕ.

Çапа пĕлмен пушă хăйне çаврăнса тивнĕ тесе çавăнпа каланă пулĕ.

ЛАША ШЫРАНИ.

Пĕр çын хăйĕн айĕнчи лашине виçĕ кун шыранă тет. Пĕр яла пырса ыйтать тет:

- Лаша курмарăр-и? – тесе.

- Çук, курмарăмăр, - тесе калаççĕ тет.

Тата тепĕр яла пырса ыйтать тет:

-Лаша курмарăр-и? - тесе.

- Çук, курмарăмăр, - тесе калаççĕ тет.

Çапла ялтан яла тек çÿрет тет. Çÿресен-çÿресен пĕр ăслăрах çынна тĕл пулчĕ тет те:

- Эсĕ ăçта та пулин ют лаша çÿренине курман-и? – тесе калать тет.

- Çук, курман. Хăçан çухалнă сан лашу? – тесе каларĕ тет.

- Паянхипе виçе кун ĕнтĕ ак, - тесе каларĕ тет.

- Лашу мĕн тĕслĕччĕ? - тесе каларĕ тет леш çынĕ.

- Шура улаччĕ, - тесе каларĕ тет.

- Çак ху айăнтиех мар-и? - тесе каларĕ тет лешĕ.

Хайхи ут çинчен анса пăхрĕ тет те лашине:

- Çакă, çакă, çакă! - тесе каларĕ тет. Лаши çине сиксе утланчĕ тет те савăннипе чуптара пачĕ тет килне.

ХУРАÇКА.

Пирĕн Хураçка ятлă пысăк йытă пурччĕ. Эпĕ ăна хĕлле пĕчĕкдĕ çунана кÿлтĕм. Хам çуна çине лартам та:

- Ну атя, Хураçка, урамалла! - тесе пушăпа дат! тутартăм. Хураçки çаттар-çаттар! çуни-мĕнĕпе кĕлет айне кĕрех кайрĕ. Манăн пуçа кĕлет пĕрени çумне шан! тутарса хаварчĕ.

ВĂРĂМТУНАСЕМПЕ СТАРИК.

Пĕр старик çулла вăрманта канма выртнă тет. Вăрăмтунасем пыраççĕ тет те ун патне: «П-и-ч-ч-е-п-е-ч-ч-ĕ-н», - тесе калаççĕ тет. Пĕри çапла каласа каять тет, тата тепри пырать тет: «П-и-ч-ч-е-п-ĕ-ч-ч-е-н», - тесе ка-лать тет. Старик выртрĕ-выртрĕ тет те: «Халĕ пĕри ĕçсе кайрĕ; эсир мĕн пĕчченĕ, темиçенĕн!» - тесе калать тет. Старик сăхманĕпе чипертерех пĕркенсе выртрĕ тет те çыртма паман тет вара.

ПУЛĂ СĔРНИ.

Пĕр аслă кÿлĕре чăвашсем, вырăссем, мăкшăсем пулă сĕрее çÿpeççĕ тет.

Чăвашсем сĕрее кăлармассерен:

- Çук та çук! - тесе калаççĕ тет.

Мăкшăсем сĕрее кăлармассерен:

- Араç та араç! - тесе калаççĕ тет.

- Ку епле чăвашпа мăкша телейлĕ? Шÿкке те карас, шÿкке те карас тытаççĕ! - тесе тĕлĕнеççĕ тет вырăссем.

Вырăс, тутар, чăваш - пурте çын.

ÇУХАЛНĂ УКÇА ТУПĂННИ.

Пĕр çыннăн укçи çухалнă тет, вăррине ниепле тупаймаçĕ тет. Пухăнать тет пуху. Пуху пухăнса çитсен староста каларĕ тет: «Ватăсем, вут тухрĕ! Вăрă çинче çĕлĕкĕ çунать», - тесе каларĕ тет.

Пĕр çын пуçĕнчи çĕлĕкне аллипе ячĕ тытрĕ тет. Вара çавне пĕлчĕç тет вара.

КУЛАЧĂ.

Пĕр ачанăн кулачă çиесси пит килнĕ тет, ашшенĕ пасара каймассерен кулачă илсе кил тесе ярать тет.

Пĕре пасар кунĕ ашшĕ çакнă хутаçа çăкăр чиктерет тет те кăк кăклама ертсе каять тет. Ана çине çитсен:

- Акă, ачам, çак кăксене кăкла, çăкăрна пĕртте ан пах, вăл хăйех кулачă пулса выртать, - тесе каларĕ тет, хăй пасара кайрĕ тет.

 Хай ача кăклать- кăклать тет те çăкăрне пырса пăхать тет – çăкăр кулачă пулман тет. Пăртак тăрсан татах пăхать тет, татах пулман тет.

Каçалла та суланса пырать тет, ĕнтĕ хырăмĕ темĕн пекех выçса кайрĕ тет çакăн – çăкăр çаплах кулачă пулман тет. Касать тет те çăкăра тăвăр сапса çиет тет – ай-ай тутланса кайнă тет çăкăр, кулачăран та тутлă тет.

Тепĕртакран ашшĕ пасартан таврăнчĕ тет.

- Çăкăр кулачă пулчĕ –и, ывалăм? – тесе ыйтать тет.

- Тĕсĕ кулачă тĕслĕ пулмаре те, тутти кулачăран та аван, - тесе калать тет лешĕ.

- Çапла çав, ачам: ĕçлесе çиçен çăкăр та тутлă, тăрансан пыл та йÿçĕ, - терĕ тет ашшĕ.

ĔНЕПЕ КАЧАКА ТАКИ.

Пĕр карчăкăн ĕнепе качака таки пулнă. Ĕнепе качака таки кĕтĕве пĕрле çÿренĕ. Ĕни сунă чухне пĕртте тăп тăман. Пĕрре карчăк тăвар сапса çăкăр илсе тухнă та ĕнене йăпатса:

- Тăп тăр, айван, ме, ме, тăп тăрсан тата илсе тухса парăп, - тенĕ. Тепĕр каçхине качака таки кĕтÿрен ĕнинчен маларах таврăнать те карчăк умне пырса урисене чаркаласа та тăрать.

Карчăк ăна ал шăллипе хăмсарать. Качака таки шăпах тăрать, тапранмасть те. Вăл карчăк ĕнине тăп тăрсан çăкăр парăп тенине ман-ман.

Карчăк качака таки итлеменнине курать те ăна патак илсе çаптаркаласа ярать. Качака таки кайсан карчăк каллех ĕнине çăкăр парса йăпата пуçлать.

 Качака таки вара шухăшлать: «Ку çынсен тĕрĕсси-мĕнĕ çук иккен. Эпĕ ĕнерен те лайăхрах тăтăм, çапах çаптарчĕ мана», - тет.

Хайхи аяккарах каять те чупса пырса тараст! тутарать карчăка. Карчăк сĕчĕ-мĕнĕпех пăлтăр-палтăр чикеленсе кайрĕ тет вара.

http://chuvrdub.ru/base/201106_clip_image002_0019.jpg

ХĔСĔР ĔНЕ.

Пĕр арăмăн пит турăх çиесси килнĕ тет. Ĕни хĕсĕр тет кунăн, сĕт памасть тет. Кăurr та пулин çапах сĕт памĕ-ши тесе каять тет ку картана. Ёни выртнă тет. Хăпăл-хапăл илет тет курка та чупать тет кÿршĕ арăмĕ патне. Аккам! Ĕне пăрулама выртнă, кĕвелĕк парса ярччĕ мана, - тесе  ыйтать тет. А те пăрулама выртнă-халĕ вăл, те ахаль выртнă? - тесе каларĕ тет лешĕ.

- Ăна-кăна пĕлмерĕм эппин эпĕ, - тесе каллех тухса кайрĕ тет хай арăм.

Туман тихан пилĕкне ан хуç теççĕ çав.

 

УКÇА УЙĂРНИ.

Икĕ çын пĕрлешсе ĕçе кайнă тет, ĕçлесе виçĕ тенкĕ укçа тупнă тет. Çав укçана уйăраймасăр тавлашса виçĕ кун ирттерчĕç тет. Алла тавлашса ирттериччен тата виçĕ кун ĕçленĕ пулсан миçешер тенкĕ тивĕччĕ вĕсене?

Ахаль тăриччен кĕрĕк аркине те пулин йăвала теççĕ.

ТИЛĔ ТУС.

Тилĕ иçĕм çырли пахчи патне пырса тăнă тет. Иçĕм çырли çупкăмĕсем пахчара ярăмăн-ярăмăн çакăнса тăраççĕ тет. Тилĕ икĕ уранăн та тăрса кармашса пăхать тет, сиксе те пăхать тет, çырлине ниепле ярса илеймест тет. Шалт супса пĕтрĕ тет те хайхи кайрĕ тет вара мăйне-куçне пăркаласа:

- Эй, пăхма анчах илемлĕ-çке! Çи-халĕ ăна, çăварта пĕр шăл та хăвармĕ! - тесе пырать тет хăй нимĕн тăвайман енне.

УТĂРА.

Виçĕ çын утта кайнă тет. Вĕсен лаши лачакана путса ларнă тет. Çыннисем пĕри Каринкке ятлă, тепри Емелкке ятлă, висççĕмĕшĕ Çаманкка ятлă пулнă тет. Çаманкка калать тет:

- Как быть, Каринкке? Епле тăвас, Емелкке? - тесе ка­лать тет.
Каринкки калать тет:

- Çапла тăвас, Çаманкка! - тесе калать тет. Лашине аран туртса кăларнă тет вара.

САРМАНТЕЙ.

Сармантейĕн сарă чăххи сарă çăмарта тунă; ăна шăши пынă та хÿрипе çапса çĕмĕрнĕ. Сармантей те йĕрет, сарă чăххи те какалать. Хапхи калать:

- Манăн та уçăлса хупăнас, - тет.

Анать вăкăр шыва куллен-кун.

- Хапха, эсĕ мĕншĕн уçăлса хупăнатăн? — тет.

- Уçăлса хупăнмасăр, — тет. - Сармантейĕн сарă чăххи сарă çăмарта тунă; ăна шăши пынă та хÿрипе çапса çĕмĕрнĕ. Сармантей те йĕрет, сарă чăххи те какалать Вăкар калать:

- Манăн та мĕкĕрсе анас, — тет. Мĕкĕрсе анать шыв хĕррине. Шыв калать:

- Мĕншĕн, вăкар, мĕкĕретĕн?

- Мĕкĕрмесĕр, — тет. — Сармантейĕн сарă чăххи сарă çăмарта тунă; ăна шăши пынă та хÿрипе çапса çĕмĕрнĕ. Сармантей те йĕрет, сарă чăххи те какалать, хапхи те уçăлса хупăнать.

http://chuvrdub.ru/base/201106_clip_image002_0026.jpg

ВЫРТМАРА.

Эпир ака-суха çинче тата кĕркунне те каçсеренех лашасемпе çаран çине выртма каяттăмăр.

Пирĕн выртма çаранĕ хамăр ялтан инçех мар, пĕр-икĕ çухрăмран та ытла пулмĕ. Вăл çаран икĕ ял хушшинче: пĕр вĕçĕнче пирĕн ял, тепĕр вĕçĕнче, пĕр-ик çухрăмра, урăх ял. Икĕ енче икĕ лутра сăрт. Варринче пĕчĕкçеççĕ çырма юхса выртать. Çырма тăрăх унта-кунта хура хăва тĕмĕсем ÿсеççĕ. Çав çарана эпе лашасемпе темиçе те кайнă. Каймассерен унта ачасем пĕр-пĕр вăйа туртса кăларатчĕç.

Пĕрре çапла эпĕ кĕркунне выртма кайрăм. Кĕрхи каç пит тĕттĕм те сулхăн пулать; çавăнпа çĕр каçиччен урасем шăнса кÿтсех каяççĕ. Ачасем пурте пĕр çĕре пухăнчĕç те:

- Атьăр, ачасем, кĕçĕр кашличĕ çунтарар! Кăçал кашличĕ нумай! - Çапла каласассăнах, пурте чăл-пар саланчĕç анасем çинелле. Ача-пăча нумаййăн: пĕр самантра темиçе купа, пысăк купасем, урам пек, йĕркерен тăва-тăва тухрĕеç. Унтан вăал купасене вут тĕрте-тĕрте ячĕç. Ак хайхи кашличĕ çатăртатса çуна пуçларе-çке! Çулăмĕ çÿлелле пÿрт çÿлĕш каять. Пĕтĕм çaран çап-çутă пулчĕ. Ача-пăча савăннипе нимĕн тăва пĕлмест. Хăйсем пурте кашличĕ тусанĕпе хуп-хура пулнă, куç шурриссм анчах курăнаççĕ. Хăйсем çaпax, пĕр-пĕринчен тăрăхлакаласа кулса, вут йĕри-тавра чупкаласа çÿреççĕ. Шăри-шăри, лăй-лай! тăваççĕ: пĕтĕм çаран çĕр-çĕмĕрлет; калăн темĕн пулнă тесе.

Çапла шуйăхкаласа тăнă çĕре хамăр ял насусĕ киле пapать кĕмсĕртеттерсе. Ун  хыççăнах  тата хамăр ялтан та, тепĕр ялтан та çуран çынсем чупа-чупа çитрĕç. Насуспа килекенсем пирĕн пата пырса чарăнчĕç те ни вăрçаймаççĕ, ни ятлаймаççĕ пире. Хăранипе шап-шурă шурса кайнă хăйсем. Пĕççисене шарт! çапаççĕ.

- Ку чухнехи ача-пăча темĕн туртса кăларĕ! Вара эпир сирĕн ял çунать пулĕ тесе! - теççĕ ют ялсем.

- Эпир сирĕн ял çунать пулĕ тесе тата! – теççĕ пирĕн ялсем.

Лашисене кăшт кантарчĕç те кайрĕç вара килелле шалтăртаттарса.

ШĂРЧĂКПА КĂТКĂСЕМ.

Кĕркунне кăткăсен туллине нÿр çапнă. Вĕсем ăна типĕтме тытăнна. Пĕр выçă аптранă шăрчăк вĕсенчен çиме ыйтнă.

- Епле эсĕ çулла ху валли çиме хатĕрлеймерĕн? – тесе каларĕç тет кăткăсем кăна.

- Юрăсем юрланипе пушанаймарăм-çке, - тесе каларĕ тет шăрчăкĕ.

Кăткисем ахăлтатса кулса ячĕç тет те: Çулла выляса-кулса ирттертĕн пулсан хĕлле ташласа пăхха эппин, - тесе каларĕç тет.

ИКĔ ЙĔКЕ ХŸРЕ.

Икĕ йкĕхÿре пĕр çăмарта тупнă тет, ăна уйăрса çиесшĕн тет. Вăл çăмартанах курак та курнă тет, пырать тет кусем патнелле. Мĕн тăвас йĕкехÿресен? Ăçта чикес çăмартана? Часрах йăтса кĕрес - алăсем кĕске, тытма çитеймеççĕ; кустарса кĕрес - çĕмĕрĕлесрен хăрушă. Хайхисем пĕри часрах çăмартана тăватă урипе ыталаса месерле выртрĕ тет, тепри ăна хÿринчен ярса илсе тĕпсакайне сĕтĕрсе кĕрсе кайрĕ тет.

Шыв калать:

- Манăн та хумханас, — тет. Пĕр çĕнĕ çын шыв ăсма анать:

- Шыв, мĕншĕн хумханатăн? — тет.

- Хумханмасăр, — тет. — Сармантейĕн сарă чăххи сарă çăмарта тунă; ăна шăши пынă та хÿрипе çапса çĕмĕрнĕ. Сармантей те йĕрет, сарă чăххи те какалать, хапхи те уçăлса хупăнать, вăкăрĕ те мĕкĕрет, тет.

Çĕнĕ çын калать:

- Манăн та пĕр витрине çапса çĕмĕрес, — тет. Çапса çĕмĕрет витрине. Киле таврăнать. Хунямăшĕ чуста çăрать.

- Кин, мĕншĕн хăрах витрепе анчах ăсса килтĕн? — тет.

- Ăсса килмесĕр, — тет. — Сармантейĕн сарă чăххи сарă çăмарта тунă; ăна шăши пынă та хÿрипе çапса çĕмĕрнĕ. Сармантей те йĕрет, сарă чăххи те какалать, хапхи те уçăлса хупăнать тет, вăкăрĕ те мĕкĕрет, шыв та хумханать, тет.

Хунямашĕ калать:

- Манăн та чустана кăларса ывăтас, — тет. Кăларса ывăтать.

Ывалĕ кайнă вăрмана. Таврăнать вăрмантан. Ывăлĕ калать:

-  Мĕншĕн яшка пĕçермерĕр? — тет. Амăшĕ калать:

- Сармантейĕн сарă чăххи сарă çăмарта тунă; ăна шăши пынă та хÿрипе çапса çĕмĕрнĕ. Сармантей те йĕрет, сарă чăххи те какалать, хапхи те уçăлса хупăнать тет, вăкăрĕ те мĕкĕрет, шыв та хумханать, çĕнĕ çын та хăрах витрине çапса çĕмĕрнĕ.

Ывалĕ калать:

- Манăн та хăрах атта кăларса ывăтас, — тет. Кăларса ывăтать.

Пĕтрĕ.

КАШКĂРПА ПУТЕК.

Кашкăр пĕр путек çырма хĕрринче шыв ĕçнине курнă. Çак путеке ун пит тытса çиесси килсе каинă. Кăна ку ăçтан та пулин айăпласшăн кăшкăрса пăрахса калать:

- Эсĕ шыва пăтрататăн, мана ĕçме памастăн, - тет. Путекки калать:

- Ах, кашкăр, эпĕ шыва епле пăтратçм? Эпĕ санран анатарах тăратăп-çке, ĕçессе те тута вĕçĕпе анчах ĕçетĕп, - тет.

Кашкăрĕ калать:

Эппин тата мĕншĕн эсĕ иртнĕ çура манăн аттене темĕн те пĕр каласа пĕтертĕн? - тет.

Путекки калать:

- Кашкăр, вара иртнĕ çура эпĕ çуралайман та-çке, - тет.

Кашкăр çапла шалт çилленсе çитнĕ те каланă:

- Сана тавлашса çĕнтереймĕн, эпĕ халĕ выçă, çавăнпа çиетĕп ĕнтĕ сана, - тенĕ.

ЙĂЛĂНТАРНИ.

Пирĕн атте пасара каймассерен пирĕн валли кулачă илсе таврăнатчĕ. Пĕрре çапла пасартан таврăнсассăн атте пурсăмăра та пĕрер татăк кулачă валеçсе пачĕ. Мана ыттисенчен сахал панă пек туйăнчĕ. Эпĕ кулача илмесĕр, йăлăнтарса, пĕр кĕтесе кайса лартăм.

Атте ман еннелле çаврăнса пăхрĕ те:

- Мĕншĕн илместĕн тата кулачăна? - терĕ.

Эпĕ пĕр чĕнмесĕр ларатăп. Атте манă панă кулачă татăкне илчĕ те йăмăксене валеçсе пачĕ:

- Мейĕр, çийĕр Иван татăкне, вăл кĕтесре йăлăнтарса лартăр-ха! – терĕ.

Йăмăксем вара манăн татăка çирĕç ячĕç. Кайран ыйтасчĕ - кулачă çук.

Çын аллинчи кукăль пысăккăн курăнать тесе ахаль каламан çав ваттисем.

Яковлев И. Я. Ача-пăча калавĕсем / И. Я. Яковлев. – Шупашкар : Чăваш кĕнеке изд-ви, 2013.

ТĂМАНАПА МУЛКАЧĂ.

Тĕттĕм пулчĕ. Тăманасем вăрманта варсем тăрăх çиме шырасa вĕçсе çуре пуçларĕç. Пĕр пысак карсак уçланка сиксе тухрĕ те ларса юсанкала пуçларĕ. Çамрăк тăмани калать:

—  Мĕншĕн эсĕ  çав мулкача тытмастăн?—тет.

Ватти калать:

—  Пысак  ытла, вай  çитес  çук:  эсĕ ăна  çаклатăн та,  вăл сана чăтлаха сĕтĕрсе кĕрĕ,—тет.

Çамрăк тăмани калать:

— Ак эпĕ ăна хăрах урапа çаклатам та теприпе часрах йываçран ярса тытам,— тет.

Унччен те пулмасть, çамрăк тăмани карсак çине ярăнать анать. Хайхискер чăнах та хăрах урипе ăна çурăмĕнченярсаилет те, мĕнпур чĕрни кунăн ăшне кĕрсех каять, тепĕр урине часрах йывăçран çаклатса илме хатĕрлет. Мулкачи сĕтĕре пуçласанах, тăмана часрах тепĕр урипе йывăçран ярса тытатьте шухашлать: каяймăн ĕнтĕ, тет. Мулкачи карт туртăнать те тăманана çурать пăрахать. Вара тăманан хăрах пĕççи йывăç çине юлать, хăрах пĕççи мулкачă çурăмĕ çине каять.

Тепĕр çул çак мулкача кайакçă тытать, тет. Вара ун çурăмĕнчи ÿт илсе ларнă тăмана чĕрнисене курса: ку чĕрнесем кунта аçтан килсе ларнă-ши тесе шалт тĕленчĕ, тет.

И. Я. ЯКОВЛЕВ

АЧА – ПĂЧА

КАЛАВĔСЕМ

Похожие материалы

Информация о работе