Методы и приемы обучения лексике на уроках чувашского языка, страница 8

Япала ячĕсен пулăвне вĕрентнĕ чухне сăмахăн лексика пĕлтерĕшĕ аффикссем хушăннипе епле улшăннипе кăтартма аван. Çавăнпа ку уроксенче лексика пĕлĕвĕсене те шута илмелле. Вĕренӳ кĕнекинче кăтартнă хăнăхтарусемсĕр пуçне çакă йышшисене ирттерме пулать:

1. Япала ячĕсен аффиксĕсене кăтартса вĕсем мĕнле пĕлтерĕшлĕ сăмах тунине ăнлантарасси.

2. Тĕрлĕ аффикссем хушса япала ячĕсем тăвасси, вĕсен лексика пĕлтерĕшĕ улшăннине кăтартасси.

Пулă, кĕсле, эрне, тачка, ӳкер, мухта, пух, сис, çĕкле, пăрах.

«Паллă ячĕ» темăна вĕрентнĕ чух антонимсемпе синонимсене аса илсе пĕтĕмлетме аван. Антонимсен тĕслĕхĕсем те лутра çӳллĕ, сарлака ансăр, йӳнĕ хаклă), синонимсен тĕслĕхĕсем те (çамрăк, яш; тикĕс, такăр; тухăçлă, перекетлĕ) паллă ячĕсем хушшинче йышлă, çавăнпа та вĕсене туптарма ачасене хастар хутшăнтармалла. Синонимлă паллă ячĕсемпе пуплевре усă курма тата вĕсене пĕр-пĕринпе  ылмаштарма вĕрентесси грамматика урокĕсенче тумалли ĕç.

«Паллă ячĕсен пулăвĕ» тема лексикăпа тачă çыхăннă. Вăл ачасен сăмах йышне пуянлатас ĕçре пысăк вырăн йышăнать. Иккĕмĕшле паллă ячĕсем тĕрлĕ сăмах çумне аффикссем хушăннипе пулнине каласа панă хыççăн  учитель ачасене хăйсене тĕслĕхсем туптарать, вĕсен пĕлтерĕшĕсене калаттарать. Çакна асăрхамалла: аффикс хушăнса пулнă паллă ячĕсене ачасем, палах, хăйсем тупаймаççĕ, вĕсене словарьте туптармалла.

Паллă ячĕсене час-часах  куçăмлă пĕлтерĕшлĕ усă кураççĕ, ун пек тĕслĕхсем вара калаçăва сăнарлă, илемлĕ тăваççĕ, çавăнпа та паллă ячĕсене вĕреннĕ чухне куçăмлă пĕлтерĕшлĕ сăмахсемпе ĕçлессине манмалла мар: ачасене ун йышши сăмахсемпе предложенисем, çыхăнуллă текстсем çыртармалла.

Вĕренекенсем сăмах йышне пуянлатас тĕллевпе паллă ячĕсене темăсем тăрăх ушкăнласа çыртармалла; тĕслĕхрен, тĕсе пĕлтерекен паллă ячĕсем ( хĕрлĕ, кăвак, сарă, хура, шурă, хăмăр, шупка, кĕрен, тĕксĕм, ула т.ыт.те), çынна сăнлакан паллă ячĕсем (çамрăк, ватă, хăлхасăр, юлхав, тирпейлĕ, кăмăллă), çанталăка сăнлакан паллă ячĕсем (ăшă, сивĕ, вĕри, йĕпе, сулхăн) апат-çимĕç пахалăхне кăтартаканнисем (тутлă, тăварлă, йӳçĕ, çăра, шĕвĕ, пылак, кăвасак, хăватлă, шăршлă) т.ыт.те. Çакăн пек темăсемпе хатĕрленĕ пĕчĕк сăмах кĕнекисен усси пысăк, вĕсене кашни пуплев пайĕпех туса пымалла.

Паллă ячĕсем те, хисеп ячĕсем те тĕрлĕ пуплев пайĕсемпе синонимлă пулма пултараççĕ (тĕслĕхрен, çулçăллă апат – çулçă апачĕ, пĕрремĕш –пуçламăш – малтанхи – пирвайхи; иккĕмĕш –тепĕр), ун пек тĕслĕхсемпе ачасене паллаштармалла, тĕслĕхсем туптарса пуплевре усă курма вĕрентмелле.

«Глагол» вĕрентнĕ чух та лексика ыйтăвĕсемпе çыхăнтарса тĕрлĕ ĕç ирттерме пулать. Тĕслĕхрен, ачасен сăмах йышне пуянлатас тĕллевпе глаголсене лекскăпа пĕлтерĕш (семантика) ушкăнĕсене уйăрса вĕрентнин уссине палăртмалла. Ку тĕлĕшпе ачасене пуплев глаголĕсемпе ятарлă ĕçлеттерсен аван. Вĕсен шутне калаç, сăмахла, юмахла, пупле, пакăлтат, лапăртат, лĕпĕртет, перкелеш, çавăрса хур т.ыт.те кĕреççĕ. Кашнин вĕсен хăйсен стиль уйрăмлăхĕ пур, вĕсемпе вырăнлă усă курни çеç пуплеве сăнарлă та илемĕ, ăнланмалла тăвать. Çак глаголсемпе ачасене тĕслĕхсем туптармалла, вĕсемпе хăçан усă курмаллине вĕрентмелле.

Учителĕн çакна та манмалла мар: глаголсенчен нумайăшĕпе пуплев глаголĕ вырăнĕнче усă курма май пур. Ун пек тĕслĕхсемпе ачасене тăтăшах паллаштармалла, çапла тунипе çеç ачасен сăмах йышне ӳстерсе пыма пултаратпăр. Акă хăш-пĕр тĕслĕхсем: мăкăртат, çирĕплет, хирĕçле, асăрхаттар, тăк, ятлаç т.ыт.те. Çак тĕслĕхсем текст сыпăкĕнче (контекстра) пуплев глаголĕн функцине йышăнаççĕ, çавăнпа та ачасене ун пек тĕслĕхсемпе паллаштармалла, хăйсене те туптармалла. Сăмах ăстисем маларах асăннă тĕслĕхсемпе пуплев глаголĕ вырăнĕнче анлă усă курнине те ачасене каласа парсан аван.

Сăмахсен тӳрĕ тата куçăмлă пĕлтерĕшĕ

Урок тĕсĕ: çĕнĕ тема вĕрентмелли урок

Урок тĕллевĕсем:

1. Вĕрентӳ тĕллевĕ:ачасене сăмахсемтӳрĕ тата куçăмлă пĕлтерĕшлĕ пĕлтерĕшлĕ пулнине ăнлантарасси; вĕсене уйăрса илме вĕрентесси.

2. Аталантару тĕллевĕ: Ачасен çыхăнуллă пуплевне, логикăлла шухăшлавне аталанма майсем туса парасси, хăйсен шухăшăвĕсене калама хăнăхтарасси.