Методы и приемы обучения лексике на уроках чувашского языка, страница 2

Çапла вара, программăра чăваш лексикин çак ыйтăвĕсене пăхса тухма палăртнă:

1)  Лексика çинчен ăнлантарасси. Сăмахсен пĕлтерĕшĕ. Сăмахсем пĕр пĕлтерĕшлĕ тата нумай пĕлтерĕшлĕ пулни. Сăмахсем тӳрĕ тата куçăмлă пĕлтерĕшлĕ пулни.

2)  Омонимсем. Синонимсем. Антонимсем.

3)  Йышăннă сăмахсем.

4)  Сăмах çаврăнăшĕсем.

Ку ыйтусене программăн пĕрремĕш пайĕнче çырса панă, иккĕмĕш пайĕнче асăннă ыйтусемпе çыхăннă ĕçсемпе хăнăхусене кăтартнă. Кĕртнĕ ĕçсем пурте е сăмах кĕнекисемпе ĕçлессипе, е сăмах кĕнекисем тăвассипе çыхăннă. Унта кăтартнă ĕçсене пурнăçлама орфографии, терминологии тата диалект словарĕсем, чăвашла-вырăсла сăмах кĕнекисем (словарьсем) кирлĕ. Вĕсем, палах, чăваш чĕлхи пӳлĕмĕнче çителĕклĕ пулмалла.

Лексика ыйтăвĕсем вĕрентнĕ чух ăнлантару словарĕпе паллаштарни, унпа усă курма вĕрентни пысăк пĕлтерĕшлĕ пулмалла. Халлĕхе вăл çукки ку ĕçе пурнăçлама чăрмантарать. Çавăнпа та сăмахсем тĕрлĕ пĕлтерĕшĕсене чăвашла-вырăсла сăмах кĕнекинче (словарьте) тупма вĕрентес пулать.

Çапла вара, программăри чăваш лексикин çак ыйтăвĕсемпе пĕлĕвĕсем кулленхи калаçури тачă çыхăннă ыйтусем пулса тăраççĕ, вĕсен теории никĕсĕ–хальхи тата истории лексикологийĕн ăнлавĕсем.

1.2.Лексика вĕрентмелли меслетсемпе мелсем

Лексика ăнлавĕсем пурте тенĕ пекех ачасемшĕн çĕнĕ: вĕренекенсем вĕсемпе («сăмах»терминсăр пуçне) пуçласа тĕл пулаççĕ. Çавăнпа та лексика ăнлавĕсем содержанине уçса пама индукции меслечĕ килĕшӳллĕрех. Ку меслетпе ĕçлени вĕренекенсене шухăшлама, лексика ыйтăвĕсене хăйсем тĕллĕн ăнланса илме (шыраса тупма) пулăшать. Индукци меслечĕ чĕлхери тĕрлĕ пулăма тишкерме, вĕсене пĕр-пĕринпе танлаштарса вĕрентме, пуплев культурине аталантарма та лайăх. Учитель ку меслетпе пĕлсе усă курать пулсан урок тĕшши аван пулать. Анчах та кунта çакна манма юрамасть: паллă меслетçĕсем каланă тăрăх, ачасемшĕн пачах çĕнĕ темăна е ăнланса илме питĕ йывăр материала вĕрентнĕ чухне çеç индукции меслечĕпе усă курма юрать, ытти чухне ку меслетпе ĕçлени вырăнлă мар.

Вĕренӳ кĕнекинче лексика материалне индукции меслечĕн паха енĕсене шута илсе вырнаçтарса тухаççĕ, çапла туни кашни темăна тенĕ пекех тухăçлă вĕрентме, вĕрентнĕ юхăмне ачасене хăйсене явăçтарма лайăх майсем туса парать.

Лексика пулăмĕсен хăй евĕрлĕхне шыраса тупнă чух вĕренекенсем танлаштару меслечĕпе те усă кураççĕ. Тĕслĕхрен, акă, нумай пĕлтерĕшлĕ сăмахсем çинчен вĕреннĕ чух «шăл» сăмаха вăл кăтартакан япаласене танлаштарса пăхнипе хăйсемех пĕтĕмлетӳ тума пултараççĕ. Танлаштарса сăнмалли, вĕренмелли лексика урокĕсенче сахал маар. Тĕслĕхрен, сăмахсен лексикăпа грамматика пĕлтерĕшĕсене, лексика единицисене пĕр-пĕринпе танлаштарса тишкерме меллĕ.

Халĕ лексикăн хăш-пĕр ыйтăвне вĕренессине тĕплĕнрех пăхса тухар.

Вырăс меслетçисем (В.А.Добромыслов, Г.П.Сердюченко, Е.Н.Петрова) чĕлхе вĕрентнĕ чух сăмахсен пĕлтерĕшĕсене тишкересси чи пысăк вырăн йышăнмалла, лексика тишкерĕвĕсĕр морфологие те, синтаксиса та вĕренме май çук тесе каланă. Сăмахăн лексика пĕлтерĕшĕ вăл–сăмахăн ăш-чикĕ е, урăхла каласан, сăмах пурнăçри пĕр-пĕр япалана, пулăма пĕлтерни.

5 класра вĕренекенсен чĕлхи пуян мар, вĕсем нумай сăмах пĕлтерĕшне пĕлмеççĕ. Çавăнпа та тĕл пулнă кашни çĕнĕ сăмахăн пĕлтерĕшне ăнлантарса пама тивет. Сăмах пĕлтерĕшне ăнлантарса памалли мелсем виççĕ: кăтарту мелĕ, пĕлтерĕш (семантика) мелĕ, сыпăк (контекст) мелĕ.

Кăтарту мелĕпе ытларах пуçламăш классенче усă кураççĕ. Сăмахăн пĕлтерĕшне учитель япалине кăтартнипе ăнлантарать. Тĕслĕхрен, абажур, линейка, транспортир, пробирка, люстра т.ыт. сăмахсен пĕлтерĕшне япалисене кăтартса кăна ăнлантарма май пур.

Пĕлтерĕш (семантика) мелĕ – çĕнĕ сăмах пĕлтерĕшне ăнлантармалли анлă усă куракан мел. Ку мелпе кирек мĕнле сăмахăн пĕлтерĕшне те уçса пама пулать. Сăмахăн пĕлтерĕшне ытларах синонимсемпе кăтартма май пур, тĕслĕхрен: эксперимент – сăнав – опыт, хал – вăй, хăват; терт – асап, хĕн; контракт – килĕшӳ – договор; астронавт – космонавт...

Сăмах пĕлтерĕшне пĕр тĕпрен пулнă сăмахсемпе усă курса та ăнлантарса пама юрать. Тĕслĕхрен, хăватлăх – хăват (вăй) сăмахран, тăванлăх – тăван сăмахран т.ыт.те.