Методы и приемы обучения лексике на уроках чувашского языка

Страницы работы

Содержание работы

МИНИСТЕРСТВО ОБРАЗОВАНИЯ НАУКИ РОССИЙСКОЙ ФЕДЕРАЦИИ

СТЕРЛИТАМАКСКИЙ ФИЛИАЛ

ФЕДЕРАЛЬНОГО ГОСУДАРСТВЕННОГО БЮДЖЕТНОГО

ОБРАЗОВАТЕЛЬНОГО УЧРЕЖДЕНИЯ ВЫСШЕГО ОБРАЗОВАНИЯ

«БАШКИРСКИЙ ГОСУДАРСТВЕННЫЙ УНИВЕРСИТЕТ»

                                                                                     Кафедра татарской и

                                                                                        чувашской филологии

Курсовая работа

Методы и приемы обучения лексике на уроках чувашского языка

                                                              Выполнила:

                                                                        Студентка 5 курса

                                                                       группы ZTЧО 51

заочной формы обучения

                                                                А

                                                                                   Научный руководитель:

                                                                 к.ф.н., доцент

                                                                 С

СТЕРЛИТАМАК -2017

РАÇÇЕЙ ФЕДЕРАЦИЙĔН ВĔРЕНТӲПЕ ĂСЛĂЛĂХ МИНИСТЕРСТВИ

«ПУШКĂРТ ПАТШАЛĂХ УНИВЕРСИТЕЧĔ»

АСЛĂ ПĔЛĔВĔН ФЕДЕРАЛЛĔ ПАТШАЛĂХĔН БЮДЖЕТ

ВĔРЕНТӲ УЧРЕЖДЕНИЙĔН ÇТЕРЛĔ ФИЛИАЛĔ

ФИЛОЛОГИ ФАКУЛЬТЕЧĔ

                                                                                             Тутар тата чăваш

филологи кафедри

Курс ĕçĕ

ЧĂВАШ ЧĔЛХИ УРОКĔСЕНЧЕ ЛЕКСИКА ВĔРЕНТМЕЛЛИ МЕСЛЕТСЕМПЕ МЕЛСЕМ

Ĕçе пурнăçлаканĕ:

ZTЧО 51 ушкăнра

                                                                                      кĕрекен мар вĕренекен

                                                                           5 курс студенчĕ

                                                                       А

                                                                            Ăслăлăх ертӳçи:

                                                                       ф.ă.к., доцент

                                                                       С

ÇТЕРЛĔ 2017

ТУПМАЛЛИ

Кӳртĕм……………………………………………………………………………4

Тĕп пайĕ

Пĕрремĕш сыпăк

Шкулта лексикăна вĕрентессин уйрăмлăхĕсем

1.1 Шкул программинчи лексика ыйтăвĕсем………………………………..

1.2. Лексика вĕрентмелли меслетсемпе мелсем………………………………

1.3. Лексика хăнăхтарăвĕсем, вĕсен тĕсĕсем……………………………………

1.4. Словарьсемпе ĕçсем………………………………………………………….

Иккĕмĕш сыпăк

Чăваш чĕлхи урокĕсенче лексика вĕрентмелли меслетсемпе мелсем

2.1 . 5-9 кл. грамматика вĕрентнĕ май лексика ыйтăвĕсемпе ĕçлесси…….

2.2 «Сăмахсен тӳрĕ тата куçăмлă пĕлтерĕшлĕ темăпа ирттермелли урок йĕрки.

Пĕтĕмлетӳсем…………………………………………………………………

Усă курнă литература………………………………………………………….

КӲРТĔМ

Актуаллăх:

Пирĕн ĕçĕн тĕллевĕ:

Тĕллеврен çак задачăсем тухса тăраççĕ:

Тĕпчев ĕçĕн обьекчĕ тата тишкерӳ материалĕ

Меслечĕсемпе

Çĕнĕлĕхĕ

Теории пĕлтерĕшĕ:

Практика пĕлтерĕшĕ:

Ĕçĕн структури:

Тĕпчев ĕçĕн апробацийĕ:

ТĔП ПАЙĔ

ПĔРРЕМĔШ ПАЙĔ

ШКУЛТА ЛЕКСИКĂНА ВĔРЕНТЕССИН УЙРĂМЛĂХĔCЕМ

1.1 Шкул программинчи лексика ыйтăвĕсем

Шкул программине кĕртнĕ лексика ыйтăвĕсем чăваш чĕлхин хальхи лексикологийĕпе çинче никĕсленеççĕ. Тӳрех калас пулать, шкул программине ăслăлăх лексикологийĕн чи ансат та çăмăл, çав вăхăтрах пурнăçпа, кулленхи пуплевпе тачă çыхăннă ыйтăвĕсене çеç кĕртнĕ.

Сăмахсем чĕлхере тĕрлисем пулаççĕ, вĕсем пĕр-пĕринпе пĕлтерĕш паллисем тăрăх çыхăнаççĕ. «Хăш-пĕр сăмахсем сасă енчен пĕр евĕрлĕ, анчах пĕлтерĕшĕсем вĕсен тĕрлĕ: тепĕр сăмахсем, сасă енчен тĕрлĕ пулсан та, пĕлтерĕшĕпе пĕрешкел е çывăх; виççĕмĕш йышши сăмахсем пĕлтерĕшĕсем пĕр-пĕрне пачах хирĕçлĕ...»[1]. Çаксене кура сăмахсене синонимсем çине (аван-лайăх-ырă; вăй-хăват - хал; хăюллă – хастар –паттăр –сатур;  чысла–хисепле–сума су; мăнтăр–самăр; симĕс– ешĕл), омонимсем çине (хура–шурă, ырă–усал, телей–инкек, ĕçле–канн, кĕр–çур, кăнтăр–çурçĕр, тутлă–йӳçĕ, çутă–тĕттĕм, ăшă–сивĕ) уйăраççĕ.  Кун йышши сăмахсем – кулленхи калаçура анлă тĕл пулакан, яланах усă куракан сăмахсем пĕлтерĕш çыхăнăвĕсемпе шкул ачисене паллаштармасăр иртме юрамасть.

Сăмах – пĕлтерĕшлĕ единица, вăл яланах мĕне те пулин пĕлтерет. Пĕлтерĕшсем сăмахăн пĕрре, иккĕ, виççĕ е ытларах та пулаççĕ. Унсăр пуçне сăмахсен  тӳрĕ тата куçăмлă пĕлтерĕшсем те пур: тимĕр пăта (тӳрĕ п.), тимĕр алă, тимĕр пăрçа (куçăмлă п.). Ачасене  çакăн йышши ăнлавсемпе паллаштарни усăллă, вĕсем пуплеве аталантарма, ачасен сăмах пуянлăхне ӳстерме пулăшаççĕ.

Шкулта хальхи чăваш литература чĕлхине вĕрентеççĕ. Хăш-пĕр чухне, уйрăмах вулав урокĕсенче, кивĕ пурнăçа сăнлакан  хайлавсенче халĕ усă курман сăмахсем те тĕл пулаççĕ. Е тата хальтерех пулса кайнă çĕнĕ сăмахсем те тĕл пулаççĕ. Урăх чĕлхерен йышăннă сăмахсем те чĕлхемĕрте сахал мар, вĕсенчен чылайăшĕ–кулленхи  калаçура усă куракан сăмахсем.  Çавсене шута илсе  программăна истории лексикологийĕ тишкерекен ыйтусене те кĕртнĕ (йышăннă сăмахсем, кивелнĕ сăмахсем, çĕнĕ сăмахсем).

Лексика ыйтăвĕсемпе пĕрлех, программăра сăмах çаврăнăшĕсемпе – чĕлхере тĕл пулакан çирĕпленнĕ сăмах çаврăнăшĕсемпе –паллаштарма палăртнă. Кун йышши сăмах çаврăнăшĕсене чĕлхе ăслăлăхĕнче фразеологимсем теççĕ. Вĕсене тĕпчесе вĕренекен чĕлхе ăслăлăхĕн пайне фразеологии теççĕ. Фразеологизм хăйĕн пĕлтерĕшĕпе пĕр сăмахпа шайлă (пĕр ăнлава пĕлтернĕрен), предложенире пĕр член пулать. Çавăнпа та «фразеологизм» ăнлавпа ачасене лексика ыйтăвĕсене  вĕреннĕ чухне паллаштарма палăртнă.

Похожие материалы

Информация о работе

Предмет:
Лингвистика
Тип:
Курсовые работы
Размер файла:
96 Kb
Скачали:
0